Вăйă-конкурс «Чи пултаруллисем»

    Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пынă май 8а, 8б, 8в классем хушшинче уçă мероприяти   «Чи пултаруллисем» вăйă-конкурс формăлла иртрĕ.  Ачасем 3 ушкăна пайланчĕç, ушкăна ят пачĕç,  ушкăнра капитансене суйларĕç.   Вăйă-конкурс «Вăрман» темăпа иртрĕ. Ачасем мĕн вĕреннине аса илсе пĕлĕвĕсене кăтартрĕç,  хăйсен тавракурăмне анлăлатрĕç. Чи пултаруллисем 8а класра вĕренекенсем пулчĕç.