«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» вĕрентÿ институчĕнче

     Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрĕ. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл тăвакансен пĕр ушкăнĕ (62 çын) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залне пухăнчĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ С.М. Савин пуçтарăннă хăнасене Чăваш чĕлхи кунĕн ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.

     Диктант текстне А. Артемьевăн „Çăкăр хакĕ” повеçĕнчен илнĕ. Диктант текстне Çĕнĕ Шупашкар хулин 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ильина Оксана Разиновна вуларĕ. Çыракансем тимлесе ĕçлерĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.