«Чăваш пики» мастер-класс

  Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пынă май шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем валли вăтам класра вĕренекенсем  «Чăваш пики» мастер-класс ирттерчĕç. Мĕн пĕчĕкрен хĕр ачасем пуканесемпе  выляса йăпанаççĕ. Паян вара вĕсем хăйсене килĕштернĕ пуканене хутран çыпăçтарса турĕç. Кашниех  пĕр-пĕрин хушшинче хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ. Çак мероприяти интереслĕ те усăллă пулчĕ. Ачасем пĕр-пĕрне илтме, пулăшма хатĕрри палăрчĕ, чăваш тĕррисемпе паллашрĕç, ĕçленĕ май чăваш юррисене шăрантарчĕç.

        Юлашкинчен чăваш пикисем вăйă картине пуçтарăнчĕç.