«Ĕç çынни кинора» проекта пурнăçлани

  Ака уйăхĕн 20-че пирĕн шкул республика шайĕнче Чăваш наци музейĕ йĕркеленĕ «Ĕç  çынни кинора»/ «Человек труда в кино» проекта пурнăçлас ĕçе хутшăнчĕ. Хăнара çак проектăн авторĕ Светлана Васильевна Асамат пулчĕ. Вăл кашни çын пурнăçĕнче Ĕç пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Светлана Асамат ачасене Чăваш  çĕрĕн пултаруллă та хисеплĕ,  Чăваш çĕрне чапа кăларас ĕçре нумай вăй хунă çыннисемпе паллаштарчĕ, ачасен тавракурăмне анлăлатрĕ,  архивра шыраса тупнă авалхи кинофильмсемпе паллаштарчĕ. Ачасемшĕн кăна мар, вĕрентекенсемшĕн те ку мероприяти питĕ пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă пулчĕ. Вĕсем ахаль пурнăçра тĕл пулман фактсемпе, чăваш халăхне çутта кăлараканăн, Иван Яковлевич Яковлевăн, чăваш кинематографине пуçарса яраканăн, И.С.М.-Кошкинскийĕн, пурнăçри саманчĕсемпе паллашма пултарчĕç.

    Çак проект, паллах, паянхи куна питĕ актуаллă. 2016 çул – Раççейре Кино, Чăвашра Ĕç çынни çулталăкĕ!