Пирĕн патра-хăнара

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 2-мĕш вăтам шкулта Чăваш патшалăх академи ташăпа юрă ансамблĕ пирĕн патра хăнара пулчĕ.

Ташăпа юрă ансамблĕ ачасене чăваш инструменчĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсен сассисене итлеттерчĕ. Артистсен юрисемпе ташшисем ачасен кăмăлне кайрĕç. Кашни номер хыççăн ачасем тăвăллăн алă çупрĕç.