«Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс

     Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта хула шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» наци культурин фестивалĕ иртрĕ. «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсра 16 шкултан 7-9 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кашни вĕренекенĕн пилĕк станци тухмалла пулчĕ. Пирĕн шкултан 7б класра вĕренекен Сятова Настя хутшăнчĕ. Вăл кашни станцирех хастар пулчĕ,

«Ĕçне кура хисепĕ», «Илемлĕх тĕнчи»  станцисенче III-мĕш вырăна тухрĕ. Пур станцине те ăнăçлă тухса Настя  5-мĕш вырăн йышăнма тивĕç пулчĕ.

     Маттур, Настя!!!