Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем

    Регионсем хушши шайĕнче И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх  педагогика университечĕн  историпе филологи факультечĕ  ирттернĕ «Чăваш чĕлхи ăсчахчисем»/ «Знатоки чувашского языка» олимпиада результачĕсем паллă пулчĕç. Пурĕ 800 ытла ача хутшăннă. Пирĕн шкултан 3, 4, 8, 9 класра вĕренекенсем вунă ытла ача хутшăнчĕç.  Вĕсен хушшинче Костюкова К.(8а), Ильин А.(9а) вĕренекенсем призер шутне кĕнĕ. Эпир вĕсене саламлатпăр.

     Маттур!