Шупашкарти семинар

   Пуш уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче «Чăваш чĕлхине А.В. Блиновăн «Кала-ха» вĕренÿ хатĕрĕпе вырăсла куçармасăр вĕрентесси» темăпа семинар иртрĕ. Республика проектне А.В. Блинов кĕнекипе ĕçлеме Çĕнĕ Шупашкарти виçĕ шкул хутшăнать: 2-мĕш вăтам шкул, 8-мĕш вăтам шкул, 18-мĕш лицей.  Семинарта А.В. Блиновăн «Кала-ха» вĕренÿ хатĕрĕн тытăмĕпе содержанине тишкерчĕç, тĕрлĕ курăмлăх хатĕрĕпе паллашрĕç. Шупашкар хулин 10-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем ăста урокĕсем пачĕç. Курмалли-пĕлмелли нумай пулчĕ. Хăйсен шухăшне учительсем ирĕклĕ калаçура палăртрĕç. Пурте семинарпа кăмăллă юлчĕç.