Тĕл пулу

     Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 7-9-мĕш  классенче вĕренекенсем Чăваш республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин  министерстви йĕркеленĕ çурхи лекторине хутшăнчĕç. Çав тĕллевпе шкулта ачасемпе  чăваш халăх пĕрлешĕвĕн «Хавал»  членĕпе, Мускаври ИЯ РАН сотрудникĕпе, филологи наукисен кандидачĕпе Александр Владиславович Савельевпа (Сантăрпа)  тĕл пулу иртрĕ.  Тĕл пулура «Чăваш чĕлхин историйĕ» темăна тишкерчĕç. Ачасем чăваш чĕлхин историне, чăваш чĕлхи этимологи енчен мари, тутар, пушкăрт тата ытти тĕрĕк чĕлхисемпе çывăх пулнине тимлерĕç, сăмахсен пĕрпеклĕхне тишкерчĕç, тĕпчевçĕне кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç. Александр Владиславович пурне те Тăван çĕр-шыва юратма, аваллăха пĕлме, халăхпа мăнаçланма хистерĕ.

    Тĕл пулу интереслĕ, усăллă тата пĕлÿ паракан пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.