Чĕрĕ уроксем

   Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче шкулти чăваш чĕлхи учителĕсем ача-пăча туризмĕн вĕрентÿ сулăмăллĕ проектне ĕçе кĕртессипе регионсен хушшинчи I конференцине хутшăнчĕç. Асăннă конференци К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уçăлчĕ. Чăваш Ен Раççейре пуçарнă «Чĕрĕ уроксем» экскурси-вĕренÿ проектне хутшăнакан виçĕ регион йышне кĕнĕ. Конференцире Раççей, Чăваш Ен туроператорĕсем, санаторисемпе кану базисен, пансионатсен представителĕсем хутшăннипе ĕçлĕ калаçу-курав иртрĕ. «Чĕрĕ уроксем»  шкул ачисен тавракурăмне анлăлатма май паракан çул.